«ПĔТĔМ ЧĂВАШ ДИКТАНЧĔ − 2021» АКЦИ

   Чăваш чĕлхи кунне тата çĕнĕ чăваш çырулăхне туса хунăранпа 150 çул çитнине халалласа Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, «Хыпар» хаçат, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телевиденийĕ, Тăван радио, Чăваш Республикин наци библиотеки, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ − 2021» ятпа ирттерекен  акцие  Анат – Чаткасри  пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан  шкулти вĕрентекенсемпе шкул ачисем те хастар хутшăнчĕç.  Ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче вĕрентекенсемпе  15 шкул ачи «Ылтăн кĕнеке» (Юхма Мишши)  текст тăрăх диктант çырчĕç.