Ака уйăхěн 29-мěшě - Чăваш Республикин Патшалăх символěсен кунě.

Авалтан эпир юратнă

Пархатарлă Атăла,

Ун шывне нумай хумхатнă

Тăвалла-анаталла.

Пурăнах эс ĕмĕр сывă

Халăхсен кил-йышĕнче,

Савнă çĕр, Чăваш çĕршывĕ,

Аслă Атăл хĕрринче!

                           П.Хусанкай

Кашни  халăхăн  хăйĕн  символĕсем пур: гимн, ялав тата герб. Тăван патшалăх  символĕсене хисеплесси - кашни çын тивĕçĕ.

Ака уйăхěн 29-мěшě - Чăваш Республикин Патшалăх символěсен кунě.  Çавна май Анат - Чаткасри пěтěмěшле пěлӳ паракан вăтам шкулта пуçламаш класри  вěрентекенсем ачасене Чăваш Республикин  патшалăх  символĕсемпе  тĕплĕн паллаштарчĕç.

Чăваш Республикин  ялавĕ, гербĕ мĕнле пайсенчен  тăни ачасемшĕн  питĕ кăсăклă пулчě. Вĕсем  хăйсем те калаçăва  хастар хутшăнчĕç,  Э.М.Юрьев  кун-çулне тишкерчĕç.  Пирĕн Тăван  çĕр-шывăн  Патшалăх  гимнĕ  тесе «Тăван çĕр-шыв» юрра çирĕплетнине,  унăн авторĕсем – Герман Лебедев  композитор тата  Илле Тукташ поэт пулнине аса илчěç. Ачасем  гимн  сăмахĕсене пăхмасăр  каларěç.

5-мĕш класра вĕренекенсем  Васильева А. тата Мартышкина Я. чăваш  чĕлхин  витĕмĕ  паянхи пурнăçра  пысăк пĕлтерĕшлĕ пулни çинчен те  каласа хăварчĕç.