Анат – Чаткас вăтам шкулта тăван чĕлхе эрни пырать. Паян, ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче, 1 – 3 класра вĕренекенсем хушшинче «Чăваш чĕлхи – пĕлÿ çăл куçĕ» викторина иртрĕ. Вĕренекенсем тĕрлĕ ыйту çине хуравласа хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслерĕç.
Тăван чĕлхене пĕлни ытти чĕлхесене вĕренме, çавна май ытларах пĕлÿ илме пулăшать.Чăваш чĕлхине вĕреннĕ май калаçу тата çыру хăнăхăвĕ аталанать, пĕтĕмĕшле культура шайĕпе тавра курăм ÿсет, анлăланать. Чĕлхе çынсене пĕр-пĕринпе хутшăнма питĕ кирлĕ хатĕр шутланать. Çавăнпа кирек камăн та тăван чĕлхене пĕлмелле, унсăрăн тĕрĕс калаçма та, мĕн калас тенине тĕрĕс çырса пĕлтерме те çук. Тӑван чӗлхене юратман ҫын ашшӗ-амӑшне те, тӑван халӑхне те, ҫӗрне-шывне те хисеплеме пултараймасть.