«ЧĂВАШ ХАЛĂХНЕ» ХАЛАЛ КУНĔ ИРТРĔ

Чăваш чĕлхипе литература  эрнелĕхĕ малалла тăсăлать.  Паян, ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче, Анат – Чаткасри  шкулта «Чăваш халăхне» Халал кунĕ иртрĕ. Кашни класрах Иван Яковлевич Яковлев 1921 çулта Чĕмпĕртен Мускава тухса каяс умĕн çырса хăварнă Халала саспа вуларĕç. Яковлевăн çичĕ пилĕ тăрăх калаçу ирттерчĕç. 

           И.Я.Яковлев çак Халала çырса хăварнăранпа 100 çул çитет пулсан та, унти кашни шухăшĕ,  кашни йĕрки вырăнлă пулни тĕлĕнтерет. Вăхăт таппи малалла шăвать пулсан та, унти кашни сăмахĕ паянхи кун та актуаллă: вырăс халăхĕпе пĕрле пурăнни пире малалла аталанма пулăшать; çемьере килĕштерсе пурăнсан темле йывăрлăхран та хăтăлма пулать; çукшăн-пуршăн чашкăрса çÿремесен, харкашмасан ырă ĕмĕн  патне туртăнма çăмăлтарах; хуть те мĕнле ĕçе те килĕштерсе ĕçлесен вăл пысăк усăллă пулать, вĕренсе çутăлма пĕлсен кăна пурнăçа хамăр алăра тытма пулать, малалла çĕкленме пулать.

        Аслă вĕрентекенĕмĕр çырса хăварнă сăмахсене манас марччĕ, асра тытсах тăрасчĕ.