Ачасене кăмăл-сипет енчен тĕрĕс воспитани парас, хамăр патриархăн ĕçĕсемпе мăнаçланас, ăна упраса хăварас туйăма вăйлатас тĕллевпе Анат - Чаткасри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан тĕп шкулта ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче 5-9 классенче вĕренекенсем «Что завещал патриарх», «Дело его жизни», «Иван Яковлевич çамрăксен чĕринче» документла фильмсем пăхрĕç.
Ытларах ачасен чĕрине чăвашла фильм «Иван Яковлевич çамрăксен чĕринче» чăвашла фильм тыткăнларĕ. Фильма сӳтсе явнă чухне ачасем И.Я.Яковлев ĕçĕсемпе мăнаçланни палăрчĕ, вĕсем патриарх çинчен ăшшăн та ыр кăмăлпа калаçрĕç.
Ачасем хăйсем чăваш пулнишĕн савăннине палăртрĕç. «Чăваш хушшинчен питĕ нумай паллă çын тухнă, çавăнпа та эпир хамăр чăваш пулнишĕн мăнаçланатпăр. Тăван чĕлхене, унăн çепĕçлĕхне, хамăр халăхăн ырă йăли-йĕркине упраса хăварас тесе тăрăшатпăр, -терĕç вĕсем.