Мĕн тери илемлĕн, мĕн тери хăватлăн, мĕн тери мăнаҫлăн янăрать пирĕн чĕлхе.

     Ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнчен пуҫласа 25-мӗшӗччен кашни шкултах чӑваш чӗлхипе литература эрни иртет. Ҫавна май Анат - Чаткасри вăтам шкулта кашни кунах тӗрлӗ мероприятисем иртеҫҫӗ. Эрнен виҫҫĕмĕш кунĕнче пуçламăш класра вĕренекенсем шкулти вулавăша кайрĕҫ. Малтанах  вулавăш ертÿҫи  Людмила Федоровна Юнкерова  ачасене Иван Яковлевич Яковлев биографийĕпе, унăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Ачасем Иван Яковлевич Яковлев чăваш халăхне ҫутта кăларакан, хальхи ҫыруллăха никĕслекенĕ пулнине пĕлчĕҫ.   Людмила Федоровна ачасене яланах ҫĕнĕ кĕнекесемпе паллаштарать. Паян та вăл Яковлевăн «Çитĕннĕ вăхăт» ятлă кĕнекипе паллаштарчĕ. Ачасем кĕнекене тимлĕн тишкерчĕҫ.

   Чăваш эрни малалла тăсăлать. Вăл пуриншĕн те усăллă, тухăҫлă иртессе шанас килет. Ăнăҫу сире хаклă ачасем!