Паян, ака уйăхĕн 22- мĕшĕнче, чăваш чĕлхипе литература эрнине халалласа, Анат Чаткасри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта уçă урок иртрĕ. Лукиянова Г.С. И.Я.Яковлевăн пурнăçĕпе, унăн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тĕплĕн каласа пачĕ. Ачасем «Аслă вĕрентекенĕмĕр И.Я.Яковлев» кĕнеке куравĕпа тата « Унăн ячĕ сÿнмĕ нихăçан» презентаципе паллашрĕç, Унăн ятне Раççейре те, ун тулашĕнче те анлǎ пĕлеççĕ. Унǎн çур ĕмĕре пынǎ нумай енлĕ ĕçĕ-хĕлĕ халǎхсем хушшинче самана пĕлтерĕшлĕ пулса тăчĕ, тĕнчери тĕрлĕ çĕр-шывсенче ырǎ ята тивĕçрĕ. «Ĕçĕмĕре эпир таса чун- чĕрепе, ырă кăмăл- туйăмпа туса пынă. Паллах, вăл мĕнпе вĕçленнине эпир пĕтĕмпех калаймăпăр. Кам тăван халăхне юратать, кам ăна ырă сунать, ун вăйне шанать- ĕненет, çавă теприн хăй халăхĕ валли тунă ырă ĕçне те тивĕçлипе хаклатех…» - тет И.Я.Яковлев хăй чăваш халăхне панă халалта.
Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение "Чепкас-Никольская основная общеобразовательная школа" Шемуршинского муниципального округа Чувашской Республики
Версия для слабовидящих