Çак кунсенче Чăваш кěнеке издательствинче 9-мěш класра вěренекенсем валли Федерацин патшалăх вěренӳ стандарчěпе килěшӳллěн хатěрленě «Чăваш чěлхи» тата «Тăван литература» вěренӳ кěнекисем пичетленсе тухрěç. Вěсене Чăваш Республикин Вěренӳ тата çамрăксен политикин министерстви шкулсенче усă курма сěннě. Çěнě кěнекесем Елчěк районěнчи Курнавăшри пěтěмěшле пěлӳ паракан вăтам шкула та çитрěç. «Чăваш чěлхи» кăларăм авторěсем – Ю.М.Виноградов, А.С.Егорова, Л.Г.Петрова; «Тăван литература» вěренӳпе вулав кěнекине çырса-пухса хатěрлекенсем - В.П.Станъял, Е.А.Майков, О.А.Вишнева, Г.Л. Никифоров.
«Тăван литература» вěренӳпе вулав кěнекинче хайлав тишкерěвěн тěслěхěсем, литература ăнлавěн çěнě сăмахсарě, ыйтусемпе ěçсене кăсăклă йěркелени, «Тăван литература тěнче шайне сарăлни», «Тăванла халăх çыравçисем: тěрěк литературинчен», «21-мěш ěмěрти чăваш литератури» пайсене кěртни питě вырăнлă. «Чăваш чěлхи» кěнекере те улшăнусем чылай. Унта чěлхепе пуплеве аталантарма кěртнě хăвăрт каларăшсем, «Пěлетěр-и эсир?», «Танлаштарăр», «Чěлхе пěлěвě» ятарлă пайсем пур.
Çěнě вěренӳ кěнекисем тăххармěшсене тарăн пěлӳ пама усăллă пуласса шанатпăр.