Ир- ирех тăрса тухатпăр,
Ăмăртса шкула чупатпăр.
Вĕренетпĕр тăрăшса,
Пĕтĕм вăй – хала хурса.
Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕччен шутлă кунсем юлчĕҫ. Шкул вĕренекенсем вара кашни ҫĕнĕ куна шутласа каялла чакарса пыраҫҫĕ пулĕ. Ҫак хаваслă куна ачасемпе пĕрле вĕсен ашшĕ-амăшĕ те чăтăмсăр кĕтет ĕнтĕ. Вĕренÿ хатĕрĕсене те тăхăнмалли ҫи-пуҫ та тахҫанах туянса хунă пулĕ.
Анат Чаткасри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти вĕрентекенсем те шкул ачисене пĕлÿ ҫуртне вĕренме килессе чăтăмсăр кĕтеҫҫĕ. Яланхиллех ҫĕнĕ вĕренÿ ҫулне хатĕрленсе шкула тирпей илем кĕртнĕ. Ҫутă та хăтлă классенче кашни ачанах вĕренÿ кĕнекисене те хатĕрлесе хунă.
Пěлӳ çурчě шкул ачисен янăравлă сассипе тунсăхланăскер ҫěнĕ вĕренÿ ҫулĕ пуҫланасса чăтăмссăррăн кĕтет.