Дистанци мелĕпе чăваш чĕлхи эрни иртрĕ

Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе,

                    Эс чи пахи, эс –чун уҫҫи!

 

     Тăван чĕлхемĕрҫĕм… Асаттесемпе асаннесем сыхласа хăварнă ытарайми ҫепĕҫ те янравлă  тăван чĕлхе! Шухăшлатăн та тĕлĕнетĕн: мĕнле тарăн пĕлтерĕшлĕ ҫак икĕ сăмах! Мĕн тери илемлĕ те хăватлă, мăнаҫлă янăрать пирĕн чĕлхе!

       Анат Чаткасри теп  шкулта  ака уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуҫласа 25-мĕшĕччен  дистанци мелĕпе чăваш чĕлхи эрни иртрĕ. Кăҫалхи чăваш чĕлхи эрни Чăваш автономийĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул, Тăван çĕр-шывăн  аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитнине халалласа иртрĕ. 1-9 класра вĕренекенсем #эпĕчашла калаҫатăп акцие хутшăнса хăйсен юратнă сăввисене янратрĕҫ, «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ -2020» акцие хутшăнса хăйсен ăс-тăнне тĕрĕслерĕҫ,  «Юратнă Чăваш ен» викторина ыйтăвĕсене хуравласа савăнчĕҫ.