«Тăван чĕлхе - халăхăн аваллăхĕ, тăван чĕлхе - халăхăн сумлă та телейлĕ малашлăхĕ», - тенĕ Г.Н.Волков
академик. Хăйне хисеплекен кирек мĕнле халăх та хăйĕн тăван чĕлхине пысăк пуянлăх вырăнне
хурса хаклать, мĕншĕн тесен ăна вăл нумай ĕмĕрсем тăршшĕнче тĕрлĕ йывăрлăхсем тÿссе,
аталантарса, ÿстерсе пынă. Сĕм авалтан чĕлхе çынсене сăмахлăх, юрă - кĕвĕ, ташă - çемĕ, йăла – йĕрке
урлă пĕр-пĕринпе çывăххăн хутшăнса пурăнма пулăшнă. Халĕ те çавăн пекех. Тăван чĕлхепе калаçса эпир хамăр шухăш - туйăма палăртатпăр, чуна уçатпăр, кăмăла çĕклетпĕр. Атте – анне чĕлхи мăн асаттесемпе – асаннесен тертлĕ пурнăçĕ - шăпи çинчен аса илтерсех тăрать, хамăр пуласлăх çинчен шухăшлаттарать.
Кашни çулах эпир чăваш чĕлхипе литература кунĕсене ирттеретпĕр, ака уйăхĕнче чăваш чĕлхи кунне паллă тăватпăр. Çак кунсем интереслĕ те тухăçлă иртчĕр тесе тĕрлĕ вăйă-ăмăртусем, конкурссем, марафонсем ирттеретпĕр. Çакăн пек ăмăртусемпе вăйăсем ачасене тĕрлĕ енлĕ воспитани парас, вĕсен тавра курăмне аталантарас ĕçре питĕ пысăк вырăн йышăнаççĕ, предмета тăрăшса вĕренме, тимлĕрех пулма, нумай вулама хавхалантараççĕ Çак тĕллевпе Анат Чаткасри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта чăваш чĕлхипе литература кунĕсене ирттерме палăртрăмăр. «Чи пултаруллисемпе тавçăруллисем» ăмăртăва 8-9 классем хушшинче инçет мелпе йĕркелерĕмĕр. Вĕренекенсем хаваспах хутшăнчĕç. Ку ăмăртура 8-мĕш класра вĕренекен Зиновьева Милена, Петрова Анастасия, Хрисанова Виктория ,Бакланова Василисса уйрăмах палăрчĕç. Саламлатпăр вĕсене.