«ЭПĔ ЧĂВАШЛА КАЛАҪАТĂП» АКЦИ ИРТЕТ

Чăваш чĕлхи кунне халалласа ака уйăхĕн 20-25-мĕшĕсенче «Эпĕ чăвашла калаҫатăп» акци иртет.

   Акцие чăвашла калаҫакан кирек кам та хутшăнма пултарать: чăваш чĕлхи ҫинчен сăвă вуласа

 е юрă юрласа видео ҫине ӱкерсе илмелле те   #эпĕчăвашлакалаҫатăп  

хештегпа социаллă сетьсене вырнастармалла.

        Ҫак акцирен Анат Чаткасри теп шкулта вĕренекенсем те аякка юлас мар тесе тăрăшаҫҫĕ.

 7-9 класра вĕренекенсем чăвашла сăвăсемпе юрăсене видео ӱкерсе хатĕрлеме пикеннĕ ĕнтĕ.