РАЙОНТА октябрь-ноябрь уйăхĕсенче «Çамрăксем сывă пурнăçшăн» акци пырать. Çак тĕллевпе иртнĕ шăматкун Шăмăршăри вăтам шкулта 2001 çулта тата ун хыççăнхи çулсенче çуралнă шкул ачисен баскетбол ăмăртăвĕ пулса иртрĕ. Çичĕ шкултан 14 команда хутшăнчĕ çак вăййа. Шăмăршăри вăтам шкул хĕрсенчен тата яшсенчен тăракан виçшер команда тăратма пултарнă - вĕренекенсенчен чылайăшне спорт вăййисене явăçтараççĕ пултаруллă физкультура учителĕсем, ăста выляма вĕрентеççĕ (тĕп тренерĕ С.Хафизов). Çакă вăйăсен пĕтĕмлетĕвĕнче те лайăх курăнать - арçын ачасем хушшинчи малти вырăнсене пурне те Шăмăршăри вăтам шкулта вĕренекенсем йышăнчĕç. Хĕрсем хушшинче вара Анат Чаткасри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕпшкулта вĕренекенсем пуринчен те çивĕч те маттур пулчĕç - пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç.
Пĕчĕк комплектлă шкул команди çапла пысăк çитĕнỹ тума пултарни, паллах, Н.Зыков учитель хастарлăхĕпе çыхăннă. Ахальтен мар Николай Николаевичăн сăнĕ - районти Хисеп хăми çинче. Чăннипех те тивĕçлĕ вăл çак хисепе. Призерсем - Шăмăршăри 1-мĕш команда тата Палтиелĕнчи вăтам шкулта вĕренекен хĕрачасем. «Чи лайăх вылякан» ята Федор Стефинов (Шăмăршă) тата Анжелика Лукиянова (Анат Чаткас) çĕнсе илчĕç.